Агрономсем кӗрхисен тухӑҫӗ ҫуртрисенчен аванрах пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнах вӗсем тӗш тырӑна кӗркунне ытларах акса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта, паллах, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлани те витӗм кӳрет.
Улатӑр районӗнчи икӗ хуҫалӑхра — «Магадан» тата «Новь» обществӑсенче — кӗрхисене акма тытӑннӑ. Хирте пӗр сеялкӑллӑ тӑватӑ агрегат ӗҫлет-мӗн. Паянхи кун тӗлне вӗсем 55 гектара ҫитнӗ. Районӗпе пурӗ 5600 гектар акмалла.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. Елчӗк районӗнче 83,8 процента ҫитнӗ; Шӑмӑршӑра — 63,2%; Вӑрнарта — 55,6%, Патӑрьелте — 55,3%; Комсомольскинче — 54,3%; Канашра — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн.
Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту Ҫӗмӗрле районӗнче калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар.
Кӑҫалхи шӑрӑха пула республикӑра тӗш тырӑ 27,9 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ. Уйрӑмах кӑнтӑр енчи районсем шар курчӗҫ. Вӗсем ҫеҫ-и, ҫумӑрсӑр аптӑранине вӑрнарсем те палӑртаҫҫӗ. «Ҫутҫанталӑка эпир питӗ кӳренетпӗр», — терӗ Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн асӑннӑ тӑрӑха тухса ирттернӗ анлӑ ларӑвӗнче. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене кӑҫал удобренипе икӗ хут ытларах апатлантарнӑ, апла пулин те хуҫалӑхсене тухӑҫ тивӗҫтермест. Тулӑ гектар пуҫне вӑтамран унта 21,7 центнер тухать. Ку вӑл, сӑмах май, елчӗксем хыҫҫӑн иккӗмӗш кӑтарту-мӗн.
Ӗҫҫине илсен, ӗнерхи кун тӗлне республикӑри хуҫалӑхсем тӗш тырӑна ӗнерхи кун тӗлне 51,2 пин гектар ҫинче вырса илнӗ, ку вӑл мӗн пур лаптӑкӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗнчен 2 процента яхӑн нумайрах. Ир пулакан ҫӗрулмие 163 гектар кӑларнӑ, пахча ҫимӗҫе — 20 гектар.
Комбайнсем республикӑра 979 единица шутланса тӑраҫҫӗ, анчах вӗсенчен вырмана 774-шне явӑҫтарнӑ. Асӑннӑ хисепрен 528-шӗ 12 ҫултан кивӗреххисем иккен.
Эх, ҫав шӗремет улми... Тахҫан ӑна колорада нӑррисем тустаратчӗҫ, вӗсемпе кӗрешме мӗнле кӑна им-ҫам шутласа кӑлармарӗҫ ӗнтӗ. Халӗ ак, тата тепӗр ҫӗнӗ «чир» улмасене юрӑхсӑрлантарма тытӑннӑ.
Республика лаптӑкӗсенчи ҫӗнӗ тӳремсенче ытлӑн улма нематочӗ сарӑлнине кура Вӑрмар, Куславкка районӗнчи ферма хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсем Россельхознадзор управленийӗнчен ӳсекен улман карантин тӗрӗслевне ирттерме ыйтнӑ.
Управленийӗн специалисчӗсем республикӑри ӳсентӑрансен фитосанитарийӗ тата карантин ӗҫӗпе ӗҫлекен пайӗн ФГБУ «Тутар МВЛ» ӗҫченӗсемпе пӗрлӗ тӗрӗслев валли ҫӗр пробине илеҫҫӗ. Ҫӗре тӗпченӗ хыҫҫӑн улма аннисенче сиенлӗ карантин организмӗ пуррипе ҫуккине паллӑртӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра хресчен уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнче те хӗвеллӗ ҫанталӑкра май килнӗ таран ытларах вырма хыпӑнаҫҫӗ.
Районӗпе илсен, пӗрчӗллисене унта 3 609 гектар е мӗнпур лаптӑкӑн чӗрӗк пайне яхӑн ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗш тырӑ гектартан вӑтамран 22,9 центнер тухать-мӗн. Чи тухӑҫли — К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра. Унта ӑна гектар пуҫне вӑтамран 38 центнер вырса илеҫҫӗ.
«Ӗнер «Юнтапа», К. Маркс ячӗллӗ, «Мураты» хуҫалӑхсенче, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» обществӑра, Михаил Максимов фермер хуҫалӑхӗнче пӗчӗкшерӗн ӗҫленӗ. Паян мӗн пур хуҫалӑхра тенӗ пекех выраҫҫӗ», — хыпарлать паян район администрацийӗ. «Гвардеец» тулли мар яваплӑ обществӑра вара ӗҫ комбайн юсавсӑррине тӑрать-мӗн. «Шел пулин те, унта пӗртен-пӗр комбайна ниепле те юсаймаҫҫӗ, 150 гектар лаптӑк ҫинче ӳстернӗ кӗрхи тулла выраймаҫҫӗ», — теҫҫӗ унта. «Кольцовка» обществӑра та вырмана халь тин пуҫӑнаҫҫӗ иккен. Анчах унта комбайн енчен йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗнӗ ертӳҫисем комбайн туяннӑ. Вӗсем тырӑ пулса ҫитеймен тесе вырма васкамаҫҫӗ имӗш. Анчах паян тухма пулнӑ иккен-ха унта.
Кун пек каланипе экологсем килӗшмесси паллӑ-ха. «Пирӗншӗн хытхура та курӑках», — теме кӑмӑллатчӗ паллакан пӗр эколог. Ҫутҫанталӑкра, чӑн та, пурте кирлӗ-ха: ҫум курӑкӗ те, тыр-пулӗ те. Анчах ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинчи ҫын ҫӳллӗш хытхура кашлани тем тесен те йӗркеллӗ япала мар.
Патшалӑх ҫӗр тӗрӗслевӗн специалисчӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Катькас ял тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗсем ултӑ ҫыннӑн уйӗсене хакланӑ. Вӗсенечн иккӗшӗ пурӗ 2,84 гектар ҫинчи ҫӗре япӑхтарса янине асӑрханӑ. Унта ҫум курӑк ашкӑрать иккен тата йывӑҫ-тӗм ӳсет. Асӑнӑн лаптӑксен хуҫисем тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑснӑ тесе протокол шӑрҫаланӑ, асӑрхаттару хучӗ парса хӑварнӑ.
Кӑҫал ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ана» чӑваш журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Чӑваш хресченӗсем валли ӑна 1918 ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Журнал нацисен ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗпе ӗҫлекен Халӑх Комиссариатӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче тухса тӑнӑ.
Журналта ҫак ыйтусене ҫутатнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ерчетни, пахчана тытса тӑни, вӗлле хурчӗ ерчетни. Унсӑр пуҫне кӑларӑмра правительствӑри ҫӗр политики ҫинчен, выльӑх ерчетес ӗҫре тата уй-хире мӗнлерех тытса пымалли ӗҫре ӑслӑхӑх ҫитенӗвӗсем ҫинчен, тӑр-пул таврашӗнче тухнӑ ҫӗнӗ сорт ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен ҫырса тӑнӑ. Килти хуҫалӑха тӗрес тытса пама канашсем те панӑ. Журналта ытларах ялти ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ пулин те ҫапах унӑн страницисенче ҫӗршывӑн обществӑлла-политика пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни та тӗл пулнӑ.
Ытларах вулакансен кӑмӑлне «Почта пайӗ» рубрика ҫӗкленӗ. Унта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Сӑмахран, мӗнле улма йывӑҫҫи лартмалла, ҫӗре мӗнле майпа кӑпкалатмалла. Рубрикӑра ҫӗкленнӗ ыйтусем паянхи кун та кӑсӑклӑ.
Шел пулин те 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «Ана» журнала кӑларма пӑрахнӑ.
Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.
2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене выльӑх-чӗрлӗх йышне шутлама вӗрентнӗ. Тӗрӗсрех, ҫакна статистика хучӗ ҫинче тӗрӗс епле ҫырса пымаллине. Ҫакна ӑнлантарма республикӑн Ял хуҫалӑх министерствипе Патшалӑхӑн статистика комитечӗн террриторинчи органӗн ӗҫченӗсем таранах килсе семинар ирттернӗ. Ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене вӗсем статистика отчетне электронлӑ майпа пама та вӗрентнӗ.
Вӑрмар поселокӗн администрацинче вара Чӑвашстат специалисчӗсем Хуҫалӑх кӗнекине епле ҫырса пынине тӗрӗсленӗ, сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.
Сӗт тата сӗтрен апат-ҫимӗҫ туса илекенсем ҫурла уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче «Сӗте ҫул парӑр!» авточупу ирттерме шут тытнӑ. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет.
Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприяти Мускав, Кисан, Чулхула облаҫӗсенчи, Мӑкшӑ тата Чӑваш республикинсен Ял хуҫалӑх министерствисем, Сӗт туса илекенсен наци союзӗ, Сӗт туса илекенсен наци кооперативӗ йӗркеленипе хапӑлланипе, DairyNews информаци агентстви йӗркеленипе иртет. Хайхисем асӑннӑ отрасльти ыйтусене федераци тата регионсен влаҫӗсем асӑрхаччӑр тесе ҫапла тума шут тытнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне сӗт тата унран туса илекен ҫимӗҫсене ӗҫме-ҫиме илӗртес тӗллев те пур иккен.
Авточупӑва хутшӑнакансем 4 кун хушшинче 1 500 километр ытла ҫӗнмелле. Ҫав вӑхӑтра вӗсем маларах асӑннӑ регионсем урлӑ иртӗҫ, ӗне выльӑх тытакан 5 фермӑна тата Мӑкшӑ Республикинчи Инсар хулинчи сыр завочӗпе Етӗрнери сӗт-ҫу заводне кӗрсе тухӗҫ.
Авточупу вӑхӑтӗнче ӗҫлӗ канашлусем те ирттерме палӑртнӑ. Пирӗн патра вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫурлан 8-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |